Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӑри (Волгин В.)


Кӑнтӑртан килекен
Вӗҫен кайӑксенчен
Васкаса вӗҫсе килчӗ тӑри.
Ҫурхи лӑпкӑ ирпе
Сенкер пӗлӗт ҫинчен
Илтӗнет ытарма ҫук юрри.

Эх, утатпӑр хирпе,
Ҫут хӗвеллӗ ирпе, —
Савнӑ шкул аякран ялтӑрать.
Хӑвӑртрах, ачасем:
Кайӑксен юррипе
Шӑнкӑрав ӑмӑртса янӑрать.

1948

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми